Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш мунициапллӑ округӗнчи Каршлӑхри ваттисен ҫуртӗнче Шупашкарти артистсен тӳлевсӗр концерчӗ пулӗ. Юрӑ-ташӑпа савӑнтараканнисем — Шупашкарти халӑхӑн сцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳрекен ватӑсем.
Центрта тӗрлӗ музыка коллективӗ пур. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пыракан «Надежда» ансамбль. Унта ҫӳрекен ватӑсем уйрӑммӑн та юрлаҫҫӗ, ушкӑнпа та. Вӗсене хулари тӗрлӗ мероприятие йыхравлаҫҫӗ, куракансем концерта кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑрсакасси ялӗнчи 24 ҫулти каччӑна 9 ҫул ҫурӑлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Аса илтерер: Мӑрсакасси каччи виҫӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑ, вӗсенчен укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вара вӑл 56-ри арҫынна килне кайса хӗнесе пӗтернӗ, Унтан ӑна ятарлӑ шӗвекпе сапнӑ та вӗлерессипе хӑратса чӗртсе янӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каччӑ каллех ҫав арҫын патне пырса кӗнӗ. Хытах хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн шар курни вилнӗ.
Пуҫтах ҫав каччӑ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче тепӗр ҫынна хӑратса унтан укҫа тапӑнса пурӑннӑ, хӗненӗ. Лешӗ ӑна пурӗ 30 пин тенкӗ панӑ. Кунсӑр пуҫне каччӑ тепӗр ҫынна хӗненӗ.
Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Нестор Виноградов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унпа пӗрле тӑрӑшнисем аса илнӗ тӑрӑх, артист пултарулӑхне хаклакансем ӑна урамра, театрта ӗҫченӗсем кӗрсе ҫӳремелли алӑк патӗнче, чечек ҫыххипе кӗтсе илнӗ, вӑл вылянӑ рольсене кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Пулас артист Етӗрне уесӗнчи (кайран Муркаш районне кӗнӗ) Тивӗш ялӗнче 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта Чӑваш театрӗ ҫумӗнчи театр студине вӗренме кӗнӗ. Ҫартан таврӑнсан хальхи ГИТИСра (ун чухне Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗ шутланнӑ) вӗреннӗ.
Нестор Виноградовӑн театрти пӗрремӗш ролӗ – Пётр Осиповӑн «Ылханнӑ йӑх» спектаклӗнчи Максим сӑнарӗ. Пётр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», «Трахом юрри», «Кушар», «Айтар» пьесисемпе лартнӑ ӗҫсенче каярах вӑл тӗп рольсене калӑпланӑ Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче ӑна 100 ытла сӑнар шанса панӑ.
Нестор Петрович 1995 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Мухтав аллейинче пытарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш округӗн полици уйрӑмне арҫын пиччӗшӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Лешӗ эрехпе айкашма юратнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле ҫухалнӑ. Ҫемйи ун пирки нимӗн те пӗлмен.
Москакасси ялӗнче пурӑнакан ҫак арҫынна полицейскисем тепӗр кунхине Юнкӑ ялӗнче тупнӑ. Аслӑ инспектор Алексей Илларионов тата Марина Блинова инспектор ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, вӑл тупӑнни пирки тӑванӗсене пӗлтернӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн 2-мӗш кунӗ иртнӗ.
Конкурса 21 вӗрентекен хутшӑннӑ. «Иккӗшӗ тӑван вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, виҫҫӗшӗ пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсем, ыттисем тӑван чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем», – тесе хыпарланӑ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чи маттурисен йышӗнче: Анна Вельдяева (Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево шкулӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентекен); Алевтина Димитриева (Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Ксения Леонтьева (Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Людмила Николаева (Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен);
Алёна Алена (Йӗпреҫ посёлокӗн 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен).
Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче.
Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракассинче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Ку ялти ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ.
Унччен унта 1962 ҫулта йывӑҫран тунӑ ҫурт пулнӑ. Шыв та, канализаци те пулман. Хальхи хӑтлӑхсем медпунктра 37 ҫул ӗҫлекен Елена Морозовӑшӑн пысӑк савӑнӑҫ. «Шыв йӑтнӑ, кӑмака хутнӑ», - тет вӑл. Елена Морозова ку ялтах пурӑнать, ҫавӑнпа кашни ҫынна лайӑх пӗлет. Ҫынсем те ӑна хисеплеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ФАПа ансӑр специалистсем те килсе ҫӳрӗҫ. Ку та питӗ меллӗ. Ара, район пульници 26 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, каймалӑх пур.
«М-7» ҫул ҫинче пӗрремӗш электрозаправка уҫӑлнӑ. Асӑннӑ комплекс ҫулӑн 620-мӗш километрӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Тереҫ ялӗ тӗлӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав тӗлте — «Ҫеҫпӗл» предприяти.
Электрозаправка аслӑ ҫулпа иртсе пыракан машинӑсемшӗн питех те меллӗ. Комплекс талӑкӗпех ӗҫлӗ.
Заправкӑна уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев, промышленноҫпа энергетика министрӗ Борис Марковцов, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пырса ҫитнӗ.
Электрозаправкӑра харӑсах виҫӗ машинӑна зарядкӑна лартса хума пулать. Двигателе туллин вӑй илтерме пӗр сехетрен сахалрах вӑхӑт кирлӗ, кӑштах вӑй хушма темиҫе сехет те ҫитет.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ.
Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать.
Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ.
Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ.
Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ.
Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ.
Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |